Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăмăртура Андрей Емельянов çĕнтернĕ

Комбайнерсем çурла уйăхĕн 1-10-мĕшĕсенче мĕнле ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетрĕмĕр. Пĕрремĕш вырăна “Новый путь” хуçалăхри Андрей Емельянов тухнă. Вăл “Полесье” комбайнпа 765 тонна тĕш-тырă çапса тĕшĕленĕ. “Дон-1500” комбайнпа 593 тонна тĕш-тырă çапса тĕшĕлесе, иккĕмĕш вырăна “Правда” хуçалăх комбайнерĕ Михаил Давыдов йышăннă. Виççĕмĕш вырăнта - “Авангард” ял хуçалăх кооперативĕнчи Михаил Моисеев. Вăл СК-5 “Нива” комбайнпа 300 тонна тĕш-тырă çапса тĕшĕленĕ.

Мала тухнисене Ял хуçалăх ĕçченĕсене халаллакан  савăнăçлă уявра чыслаççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 августа 2009
00:00
Поделиться
;