Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ывăлсене манмаççĕ

Пирĕн районта “ЧР салтак амăшĕсен комитечĕ” общество организацийĕн ертÿçи Л. И. Егорова пулнă. Райадминистрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсемпе пĕрле вăл инвалид-ачасемпе, тăлăх ачасемпе, йышлă тата тулли мар çемьесенче ÿсекенсемпе тĕл пулу йĕркеленĕ. Кăмăллă калаçура Лариса Егорова Чечняра çапăçнă салтаксен паттăрлăхĕ, вăрçăран таврăнайман салтаксемпе вĕсен амăшĕсене комитет мĕнлерех пулăшни çинчен каласа панă.

Кун хыççăн ачасем хаваслă концерт кăтартнă: сăвăсем каланă, юрăсем юрланă, ташăсем ташланă.

Лариса Ивановна пурне те тетрадьсем, илемлĕ савăт-сапа, гигиена япалисем, шкул çи-пуçĕ, пит шăллисем парнеленĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 августа 2009
00:00
Поделиться
;