Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк районĕнче - çĕнĕ кĕпер

Республика Президенчĕн ялсене автоçулпа çыхăнтарас тĕллевлĕ программине пурнăçласа Элĕк районĕнчи Асакасси салине хытă сийлĕ çулпа çыхăнтаракан кĕпер тăвас ĕç вĕçленнĕ. Патшалăх комиссийĕ ăна эксплуатацие хатĕр тесе йышăннă. Тинех ял çыннисемшĕн Упа Çырми шывĕ урлă каçса çÿреме меллĕ пулĕ. Халĕ вĕсем йĕпе-сапара та район центрне кайса килме пултараççĕ. Кĕпер тăршшĕ 52 метр, вăл виçĕ хушăран (пролетран) тăрать. Çак ĕçе «Мостремстрой» РМЭ пурнăçланă.

 



"Хыпар"
20 августа 2009
00:00
Поделиться
;