Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Виçĕ ăру тĕл пулнă

«Тĕшĕ тымара пăхать», - тенĕ халăхра. Тымарĕ çирĕп тĕк тĕшши те паха. Элĕк районĕнчи Йăлкăшра çуралса ÿссе çемье çавăрнă Алексей Трофимовичпа Зоя Лукинична Трофимовсем пурнăç çулĕпе 63 çул утаççĕ. Икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ телейлĕ мăшăр. Вĕсен пурĕ 14 мăнукпа мăнукĕсен ачи 18.

Хисеплĕ ватăсем халĕ кĕçĕн ывăлĕпе Анатолипе, кинĕпе Галинăпа пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсем çемье вучахне чĕртнĕренпе 30 çул çитнĕ. Ашшĕпе амăшĕн пилĕпе телей тупнă мăшăр ватта-вĕтте хисеплет, вĕсем пек килĕштерсе пурăнма тăрăшать. Ывăлĕпе кинĕн аслă хĕрĕ Ирина та 7 çул каялла çемье çавăрнă, ывăл çуратнă. Çак кунсенче Трофимовсен килĕшÿпе тăнăçлăх хуçаланакан кил-çуртĕнче виçĕ ăру тĕл пулнă. Кукашшĕпе кукамăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕ пурри çамрăксемшĕн чăн-чăн телей. Пурнăç ăслăлăхне ăша хывнăскерсем вĕсене ырра вĕрентеççĕ, йăх-ăру чысне çÿлте тытма пиллеççĕ.



"Хыпар"
20 августа 2009
00:00
Поделиться
;