Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи таса та тирпейлĕ яллсем

Районти ялсене тирпей-илем кĕртессипе тата симĕслентерессипе смотр-конкурс иртнĕ. Унта ял тăрăхĕсем нумай материал тăратнă. Чылайччен сÿтсе явнă хыççăн комиссии пĕрремĕш вырăна Элĕк ял тăрăхне пама йышăннă. Иккĕмĕш вырăнта – Юнтапа, виççĕмĕшĕнче Питĕшкассипе Тени ял тăрăхĕсем.

Харпăр килĕсен тупăшăвĕнче пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене никама та паман. Иккĕмĕш вырăна Кĕçĕн Тăванти (Тавăт ял тăрăхĕ) Галинăпа Василий Афанасьевсем йышăннă.

Районти ялсем çулсерен тасалса, илемленсе пыраççĕ, урамсем симĕсленеççĕ. Кăçал акă Элĕк салинчи А. Г. Николаев ячĕллĕ кану паркĕнче хитре чечексем нумай лартнă: агератум, пиретрум, бархатсем, петунисем, астрасем, сальвисем, георгинсемпе шăнкăрав курăкĕсем.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 августа 2009
00:00
Поделиться
;