Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ватă çынсене манмаççĕ

Райадминистрацин социаллă хÿтлĕх пайĕнче ватă çынсене пĕртте манмаççĕ. Социаллă ĕçченсем вĕсемпе яланах тимлĕ, тăтăшах пулăшаççĕ.

Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Иулита Лебедева 95 çул тултарчĕ. Вăл Синер ялĕнче çуралнă, 1937 çулта Федор Лебедева качча тухнă. Çулталăкран ывăлĕ Евгений çуралать. Шел, Иулита Алексеевна упăшкипе пĕрле 4 çул çеç пурăнма тивет. Аслă вăрçă пуçланать те, Федор Алексеевича тепĕр 3 кунранах фронта илсе каяççĕ, çулталăкран вара киле «хура» хут килсе çитет.

Кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăван колхозра вăй хурать хĕрарăм. Вăрçă тухичченех, 1937 çулта, ял ĕçченĕсен Горький хулинче (Чулхулара) иртнĕ слетĕнче пулнă вăл. Унта пурте йĕлтĕрпе кайнă. Иулита Алексеевна малта пыракансен слетĕнчен хисеп хучĕпе тата хаклă парнепе таврăннă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçрен уйрăлман маттур хĕрарăм. Ăна орден-медальсемпе чысланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 августа 2009
00:00
Поделиться
;