Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чечексене пур ача та юратать

Элĕкри ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче “Чечексене пур ача та юратать” театрализациленĕ уяв иртнĕ. Унăн программине ачасен ÿсĕм çулĕн уйрăмлăхĕсене кура тата чечексен пĕлтерĕшне  шута илсе хатĕрленĕ. Çавна май уяв питех те интереслĕ, тарăн содержаниллĕ пулнă. Юмахри ĕçсем пĕчĕк хĕр ачана вăл амăшĕ валли вăрмана чечек татма кайсан пулса иртнĕ тĕлĕнтермĕшсем çинчен каласа параççĕ. Ачасем Айван хĕр ача, ырă та ăслă Вăрманçă, усал тухатмăш Бастинда ролĕсене шутсăр ăста выляса кăтартнă. Кунтах тĕрлĕрен конкурссемпе викторинăсем, вăйăсем пулнă. Ачасем чечексене халалланă сăвăсене вуланă, юрăсем юрланă, ташăсем ташланă. Уява хутшăннисене пурне те парнесем панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 августа 2009
00:00
Поделиться
;