Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕрÿ тапхăр - çирĕп тĕрĕслев

Ĕнерхи кун тĕлне районти хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 6300 гектар вырнă. “Алмаз”, “Витязь”, “Свобода” обществăсенче вырма ĕçĕсене вĕçленĕ. Ульянов ячĕллĕ, “Авангард”, “Правда” хуçалăхсенче комбайнсем юлашки гектарсенчи тырра çапса тĕшĕлеççĕ. Çĕр улмие хальлĕхе 82 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç - 150 центнер.

Хуçалăхсем пĕр пин ытла гектар çинче кĕрхи культурăсене акнă. Ку ĕç малалла та пырать. Кĕрхисене акма 2695 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Районта вырма ĕçĕсене сентябрĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме палăртнă. Çавăнпа та хуçалăхсенче ĕçе палăртнă вăхăтра пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 августа 2009
00:00
Поделиться
;