Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

2400 ача парта хушшине ларĕ

Çĕнĕ шухăшсем, çĕнĕ тĕпчевсем патне йыхравласа чĕнекен пирвайхи шăнкăрав янăраса кайиччен шутлă кунсем юлчĕç. Кăçал 13 шкулта партăсем хушшине 2400 ача кĕрсе вырнаçĕ. Шел, иртнĕ вĕренÿ çулĕнхинчен 177 ача сахалтарах. Шкула пĕрремĕш хут килекенсем - 197-ĕн. Хăйсене лайăх, кăмăллă туйччăр тесе, вĕсем валли сахал мар ĕç тунă: кабинетсене юсанă, сĕтел-пукан, курăмлă пособисем туяннă.

Ку вĕренÿ çулĕнче ачасене 260 вĕрентекен пĕлÿ парĕ - унчченхинчен 22 учитель сахалтарах.

Шкул коридорĕсемпе пÿлĕмĕсем пушă юлнă вăхăтра вĕсенче ĕç татăлман: ачасем те, вĕрентекенсем те, директорсем те тимлесех ĕçленĕ. Вĕсемпе пĕрле халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр янă çынсем те тăрăшнă. Пур шкулта та классене, йĕри-тавралăха тасатнă, шыв пăрăхĕсемпе канализацисене юсанă, электропăралуксене улăштарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 августа 2009
00:00
Поделиться
;