Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хальхинче М. Давыдов комбайнер малта

Комбайнерсем çурла уйăхĕн 10-20-мĕшĕсенче ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă паллă: пĕрремĕш вырăна “Правда” уçă акционерлă общество комбайнерĕ Михаил Петрович Давыдов тухнă. Вăл Дон-1500 комбайнпа 793 тонна тĕштырă çапса тĕшĕленĕ. Иккĕмĕш вырăнта - “Авангард” ял хуçалăх кооперативĕн комбайнерĕ Михаил Меркурьевич Моисеев. СК-5 “Нива” комбайнпа вăл 360 тонна тĕштырă çапса тĕшĕленĕ. КЗС-1218 “Полесье” комбайнпа 765 тонна тĕштырă çапса тĕшĕлесе, “Новый путь” ял хуçалăх предприятийĕн комбайнерĕ Андрей Зиновьевич Емельянов виççĕмĕш вырăна тухнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 сентября 2009
00:00
Поделиться
;