Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕренекенсенчен 42 проценчĕ лагерьсенче каннă

Çуллахи каникул вăхăтĕнче çулсерен шкул ачисен 40 проценчĕ сиплевпе ĕç лагерĕсенче каннă. Кăçал вара шкулсем çумĕнчи лагерьсенче 1083 ача пулнă, ку вăл мĕнпур вĕренекенсен 42 проценчĕ.

Çу кунĕсенче шкул çумĕнчи 12 лагерьте - 370 ача, профильлĕ 9 лагерьте - 193 вĕренекен, 17 ĕçпе кану лагерĕнче 520 ача канса сывлăха çирĕплетнĕ. Çак лагерьсене ытларах профилактика учетĕнче тăракан çула çитмен çамрăксене, тăлăх ачасене тата тулăхах мар çемьесенче ÿсекенсене йышăннă. Лагерьсенче правăна сыхлакан органсенче учетра тăракан çула çитмен 24 çамрăк, шкулта учета илнĕ 61 ача, 96 тăлăхран 37-шĕ, йышлă тата тулли мар, çавăн пекех “йывăр” çемьесенчи 285 ача пулнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 сентября 2009
00:00
Поделиться
;