Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уçлăх паттăрĕн куравĕ

Районти литературăпа краеведени музейĕнче СССР летчик-космонавтне, икĕ хут Совет Союзĕн Геройне, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинне А.Г. Николаева халалласа курав йĕркеленĕ. Хисеплĕ ентешĕн паттăрла пурнăçĕ çинчен кунта вырнаçтарнă экспонатсем çирĕплетеççĕ. «Летчик-космонавт А.Г. Николаев» фотоальбом, «Тĕнче уçлăхĕнче»(1966), «Вĕçĕ хĕррисĕр уçлăхра» (1975), «Встретимся на орбите»  (1966) унăн кĕнекисем хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа параççĕ.

Çавăн пекех А.Г.Николаев парнеленĕ «Передовому коллективу от летчиков-космонавтов СССР» вымпел, сăн ÿкерчĕксем, космонавтăн бюсчĕ музейра хаклă йышши экспонатсем шутланаççĕ.

Альбомсемпе журналсем те «Космонавтика» кĕтесĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ. Космонавтсен 46 портречĕ, вĕсен кĕске биографисемпе, космос карапĕсемпе космонавтсен 120 значокĕсем те кунта вырăн тупнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 сентября 2009
00:00
Поделиться
;