Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вырмана ăнăçлă вĕçленĕ

Районта вырма ĕçĕсем вĕçленнĕ, мĕн-пур лаптăк çинчи тыр-пула çапса тĕшĕлесе пÿлмесене хунă. Халĕ хуçалăхсем умĕнче тепĕр яваплă самант вăл – авăн уйăхĕн вун пиллĕкĕмĕшĕччен кĕрхисене акса хăварасси. Паянхи кун тĕлне ку ĕçе «Правда» (250), «Алмаз» (240), «Авангард» (150) хуçалăхсенче вĕçленĕ. «Новый путь» хуçалăхра 400 гектар ытла акнă, ку енĕпе ĕçсем малалла та пыраççĕ. «Витязь», «Родник» обществăсенче кĕрхи акана вара пачах та тухман. Кĕрхи çĕртмене 1175 гектар çинче пурнăçланă. Ку ĕçе «Новый путь», «Алмаз», «Правда», «Авангард», «Журавлев»  хуçалăхсенче лайăх йĕркеленĕ.

Хуçалăхсенче халĕ çĕрулми пуçтарса кĕртессипе тимлеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 сентября 2009
00:00
Поделиться
;