Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăк çемьесене – хăтлă çурт

Федерацин çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программине пурнăçлассипе Элĕксем курăмлă ĕçлеççĕ. Çак кунсенче тата 6 çамрăк çемье кил-çурт ыйтăвне татса пачĕ. Района уйăрса панă 2901,4 пин тенкĕ шăпах хăваттер туянас тата çĕнĕ çурт тăвас ĕçре ырă витĕм кÿрĕ. Çемьере миçе çын пурăннине кура вĕсем 319-тан пуçласа 547 пин тенкĕ таран илни çинчен çирĕплетекен сертификатлă пулчĕç. Район пуçлăхĕ хăтлă кил-çурт çавăрма ăнăçу, çемьере килĕшÿпе тăнăçлăх сунчĕ.  



"Хыпар"
08 сентября 2009
00:00
Поделиться
;