Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

17 ача çут тĕнчене килнĕ

ЗАГС пайĕ иртнĕ çурла уйăхĕнчи ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Çак тапхăрта ача çурални çинчен 17 акт çырнă. Çут тĕнчене килнисенчен 7-шĕ – хĕр ача,  10 –шĕ арçын ачасем.

Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, вилекенсен шучĕ сахалланннă. Пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче кун пеккисем 29-ăн пулнă, кăçал 25 çын пурнăçĕ татăлнă. Кусен шутĕнче 16 арçынпа 9 хĕрарăм.

Çемье çавăрас тĕллевлисем вара сахаланнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта 23 хĕрпе каччă мăшăрланнă пулсан, кăçал 15-ĕн кăна пĕрлешме кăмăл тунă. Икĕ мăшăр вара уйрăлма шутланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 сентября 2009
00:00
Поделиться
;