Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăмăртура çирĕплĕхе тĕрĕслерĕç

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта «Олимп» стадионра йăлана кĕнĕ «Советская Чувашия» хаçатăн парнисемшĕн ăмăрту иртрĕ. Унта Элĕк районĕнчен тăватă команда хутшăнчĕ. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Элĕк тата Тавăт шкулĕсем «Вăтам пĕлÿ паракан шкулсем» ушкăнра ăмăртрĕç пулсан, тенисем «Тĕп пĕлÿ паракан шкулсем» ушкăнра тупăшрĕç. «Район тата хула администрацийĕсем» ушкăна вара Элĕк район администрацийĕн ĕçченĕсем хăйĕн командине тăратрĕç. Пĕлтĕрхи кăтартусене лайăхлатас тесе сахал мар тăрăшрĕç вĕсем. Чупăвăн юлашки тапхăрĕнче Элĕк администрацииĕн ĕçченĕ Шăмăршă спортсменне кая хăварма пултарчĕ. Çавна май хăйсен ушкăнĕнче элĕксем иккĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 сентября 2009
00:00
Поделиться
;