Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

150-мĕш ача çуралнă

Çемьене «Çĕнĕ кайăк» вĕçсе кĕни ашшĕ-амăшĕшĕн телей мар-и? Тин çеç çуралнă пепке пÿрт-çурта тултарать, чĕрĕлĕх кĕртет.

Кăçалхи авăн уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче районти ЗАГС пайĕнче 150-мĕш ачана регистрацилерĕмĕр. Ишпарайкка ялĕнче пурăнакан Родислав Михайловичпа Марина Николаевна Ксения хĕрĕ пĕр тĕвве çыхрĕ. Александровсене пĕрремĕш пепке çуралнă ятпа саламларăмăр.  Ксения тĕрĕс-тĕкел аталанссине, çирĕп сывлăхлă пулассине шанас килет. 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 сентября 2009
00:00
Поделиться
;