Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Куравран медальпе таврăннă

ЧР Ял хуçалăх министерстви пуçарнипе ăратлă выльăх-чĕрлĕхĕн республикăри куравне çулсерен йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл акционерсен «Чувашское» уçă пĕрлешĕвĕн базинче иртнĕ. Унта Элĕк районĕнчен «Новый путь» тата Сергей Романовăн фермер хуçалăхĕ хутшăннă.

Суйламалăх, пăхмалăх сахал мар пулнă. Акă, «Новый путь» хуçалăхран та вĕренмелли самай. Ахальтен-им ку предприяти çулран-çул сĕт кăтартăвне ÿстерсе пырать. Ăнăçу ăратлăха çĕнетсе пынинчен, ĕçе пĕлсе тунинчен килет те ĕнтĕ. Сергей Романов фермер хуçалăхĕ вара сурăхсемпе пуян.

Куравра «Новый путь» хуçалăх виçĕ номинацире çĕнтернĕ, пĕринче иккĕмĕш вырăна тухнă. Романов фермер та пĕрремĕш степĕнлĕ диплома тивĕçнĕ. Элĕк районĕнчи икĕ хуçалăха та медальсемпе, парнесем парса чысланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 сентября 2009
00:00
Поделиться
;