Суту-илÿ ярмăрккине хутшăннă
Хальхи вăхăтра Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче ятарласа уйăрнă вырăнсенче «Кĕр мăнтăрĕ» суту-илÿ ярмăркки ĕçлет.
Çĕр ĕçченĕ хулара пурăнакансене тĕрлĕ çимĕç сĕнет: çĕр улми, хĕрлĕ кăшман, сухан, кишĕр, купăста, ыхра. «Иккĕмĕш çăкăр» хакĕ, акă, 6-8 тенкĕ.
Суту-илÿ ярмăрккине Элĕк райповĕн пахча-çимĕç комбиначĕ те хутшăннă, хăйсем туса кăларнă продукцие сĕннĕ. Татмăшри «Никифоров» хресчен-фермер хуçалăхĕ сутлăха çĕр улми, панулми, хĕрлĕ кăшман кăларнă.
Ярмăрккăна çавăн пекех районти ытти ял хуçалăх предприятийĕсем те хутшăнма кăмăл тунă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета