Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ

Районти ачасене хушма пĕлÿ парассипе Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕ япăх мар ĕçлесе пырать. Паянхи куна асăннă вĕрентÿ учрежденинче музыка, хореографи, фольклор, эстетика класĕсенче 150-а яхăн ача вĕренет. Вĕсене искусство енĕпе пĕлÿ парассипе 13 вĕрентекен тимлет.

Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕн филиалĕсем Чăваш Сурăм, Вутлан шкулĕсенче ĕçлеççĕ. Юпа уйăхĕнче Чăваш Сурăмĕнче вокал класĕнче эстрада енĕпе ĕçлеме пуçласшăн. Кунта ытларах чухне кĕçĕн классенче вĕренекенсем çÿреççĕ. Баян, гитара, фортепьяно класĕсене вара вăтам ушкăнри ачасем кăмăлаççĕ. Уроксем, паллах, тÿлевлĕ иртеççĕ. Нумай ачаллă çемьесене валли хăш-пĕр çăмăллăхсем пур.        



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 сентября 2009
00:00
Поделиться
;