Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял пуçлăхĕсем канашланă

Район администрацийĕн актсен залĕнче ял пуçлăхĕсен черетлĕ канашлăвĕ иртнĕ. Малтанах ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Вăрнар - Элĕк районĕсенчи уйрăмĕн директорĕн çумĕ Алина Петрова ку таранчченхи ĕç-хĕлпе паллаштарнă, малашнехи тĕллевсем çинчен каласа панă. Кăçал асăннă центр 327 çынна ĕçе вырнаçтарнă, вĕсенчен 31-шĕ стажировка йĕркипе ĕçлет. Общество ĕçĕсене пурнăçлакансем валли 4 миллион та 247 пин тенкĕ ытларах уйăрнă, çавăнтан 83 процентне тăкакланă.

Райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ Валентина Ефремова кăçалхи 8 уйăхра бюджет укçи-тенкипе еплерех усă курни çинчен каласа панă.

Канашлура налук тата культура ыйтăвне хускатнă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хĕле хатĕрленсе мĕнле ĕçсем туса ирттернине пĕлтернĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 сентября 2009
00:00
Поделиться
;