Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сывă пурнăç йĕркишĕн

Элĕк районĕнче «Çамрăксен сывă пурнăç йĕркишĕн» акци старта тухрĕ. Вăл юпа уйăхĕн 1-30-мĕшĕсенче иртет. Тĕллевĕ - çамрăксене сиенлĕ йăласенчен пистересси, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтарасси. Çак тапхăрта районта тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕпе ыр кăмăллăх акцийĕ, чир-чĕртен сипленмелли профилактика мероприятисемпе социологи тĕпчевĕсем, кану каçĕсемпе тĕл пулусем иртĕç. Районти физкультурăпа спорт комплексĕнче тĕрлĕ мероприяти ярăмĕ пулĕ.



"Хыпар"
03 октября 2009
00:00
Поделиться
;