Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ

Районти хуçалăхсенче  уй-хир ĕçĕсем вĕçленчĕç. Кăçал тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 7440 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç – 20,5 центнер. Чи пысăк тухăç - «Новый путь» тата «Алмаз» хуçалăхсен, вĕсенче кашни гектартан 28-шар центнер тĕштырă пухса кĕртнĕ.

Çĕр улмине те кăларса пĕтернĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» 1188 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕ ку культурăна 300 гектар, Г. Исаев фермер – 250, «Возрождение» хресчен-фермер хуçалăхĕ – 124, С.Волков фермер 116 гектар çинче çитĕнтернĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» пурĕ 20196 тонна пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç - 170 центнер.

Кĕрхи тырăсене 2760 гектар акса хăварнă, çĕртмене 1850 гектар çинче пурнăçланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 октября 2009
00:00
Поделиться