Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мала тухнă

Çамрăк çемье кунĕнче Çĕрпÿри культура çуртĕнче Чăваш радиовĕн “Ăраскал” кăларăмĕн 40 çулхи юбилейне паллă турĕç. 1969 çултанпа ĕçлекен радиопрограмма республикăра пурăнакансене хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм вĕренĕвĕ, юратăвĕ, çитĕнĕвĕ, пурнăçри йывăрлăхĕ çинчен каласа кăтартнă. “Ăраскала” тĕрлĕ çулта хатĕрлесе тата ертсе пынă журналистсем тухса калаçрĕç.

“Ăраскал” редакцийĕ йĕркеленĕ конкурс çĕнтерÿçисене те чысларĕç. Çамрăк çемьесем хăйсен шăпи, кун-çулĕ пирки шăрçаланă çырусенчен суйланă вĕсене. Виççĕмĕш вырăна Элĕк районĕнчи Элĕк салинчи Терентьевсен çемйи тивĕçрĕ. “Ăраскала юратса” конкурсра кăларăмпа çыхăннă пĕр-пĕр кăсăклă саманта аса илсе тата ăна халалласа сăвă-калав çырса пĕрремĕш вырăна Элĕк райадминистрацин информаци пайĕн специалисчĕ Светлана Егорова çĕнсе илчĕ. Элĕк районĕ çавăн пекех “Фотогалерея” конкурсра çĕнтерчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 октября 2009
00:00
Поделиться
;