Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Патшалăх награди

Учительсем хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне шеллемесĕр ачасене тĕрĕс воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Пулас ăрушăн яланах ырă тĕслĕх шутланаççĕ.

Çулсеренех районти вĕрентекенсем тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн педагогсем патшалăх наградисене те тивĕçеççĕ. 2009 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Учительсен кунĕ умĕн, Мăн Ямаш шкулĕнче биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен Ольга Мироновăна РФ Вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç. Элĕк шкулĕнчи физкультура учителĕ Лев Данилов тата Вутланти шкул директорĕ Тамара Сергеева “Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ парас ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ” паллăна тивĕçрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 октября 2009
00:00
Поделиться
;