Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăксем çемье çавăраççĕ

Вăхăт малаллах шăвать. Тăхăр уйăхри демографиллĕ лару-тăру паллă халĕ. Январь-сентябрь уйăхсенче районта 165 ача – 76 арçын ача тата 89 хĕр ача çуралнă. Ку вăл пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 32 ача нумайрах. Арçын ачасен кăмăллăнă ячĕсем – Максим, Кирилл, Даниил. Хĕрачасен – Ксения, Анастасия, Анна.

Кăçалхи тăхăр уйăхра 250 çын – 138 арçын, 112 хĕрарăм çĕре кĕнĕ. Арçынсен ĕмĕрĕ – 62, хĕрарăмсен 77 çулпа танлашнă.

81 мăшăр пĕрлешнĕ, 30 çемье арканнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 октября 2009
00:00
Поделиться
;