Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çурт-йĕр нумайрах çĕкленет

«Раççей гражданĕсенехăтлă çурт-йĕр» наци проектне пурнăçласа кăçалхи 9 уйăхра пирĕн районта 10087 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, çав шутра Элĕк салинчи виçĕ хутлă хваттерлĕ çурт.

Федерацин «Яла 2012 çулччен аталантарасси» тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн федерации бюджетĕнчен граждансене 1710 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен – 140, ялта пурăнкан çамрăк çемьесене РФ бюджетĕнчен  - 1360 ,ЧР хыснинчен 640 пин тенкĕ укçа уйăрса панă.

«Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» программăпа килĕшÿллĕн тин çеç чăмăртаннă 7 çемьене свидетельство панă. Укçи çакăн чухлĕ: федерации бюджетĕнчен – 2261,76 пин тенкĕ, республикăран – 525,312 пин тенкĕ.   



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 октября 2009
00:00
Поделиться
;