Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çыхăнусем çирĕп пуласса шантарчĕ

Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен тата продукци тирпейлекенсен кунне халалланă уяв вăхăтĕнче республикăран тата тĕрлĕ районтан килнĕ хăнасем Владимир Журавлев фермер хуçалăхне çитсе курчĕç. «Иккĕмĕш çăкăра» упрамалли хăтлă çурт-ангар чылайăшне тĕлĕнтерчĕ.

Унтан предприяти-организаци ертÿçисем, пысăк хăнасем «çавра сĕтел» хушшинче «Çĕр улма туса илес йывăрлăх тата малашлăх» темăна сÿтсе яврĕç. Мускав хулин апат-çимĕç ресурсĕсен департаменчĕн ертÿçин çумĕ Н.Корабейник Чăваш енрен пахча-çимĕç кăна мар, ытти ял хуçалăх продукчĕсем те туянма хатĕррине пĕлтерчĕ. Çак енĕпе кашни хуçалăхра суту-илĕпÿ вăй хуракан çын çирĕплетме сĕнчĕ. Унпа тÿрремĕн çыхăнса ĕçлени чылай ыйтăва çийĕнчех татса пама пулăшĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 октября 2009
00:00
Поделиться
;