Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Урамсенче тасалăх кирлĕ

Район администрацийĕ çумĕнчи административлă комиссин черетлĕ ларăвĕ Мартынкассиннчи культура çуртĕнче иртрĕ. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, комисси председателĕ А.Павлова пухăннисене кил умĕсене, урамсене таса тытмалли пирки каларĕ. Хăш-пĕрисем çÿп-çапа урама кăларса тăкаççĕ. Теприсем тата тислĕке те анкартине илсе тухмаççĕ. «Тирпейлĕхпе тасалăх çине пурин те тимлĕх уйăрмалла: ют çĕртен килсе пулăшу парасса кĕтсе лармалла мар», - терĕ Альбина Порфирьевна.

Мартынкассинче пурăнакансем урамра асфальт çул кирлине пĕлтерчĕç. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ ку ыйтупа ĕçленине, анчах паян е ыранах ялта такăр çул тума май çуккине ăнлантарса пачĕ. Ларура тавлашуллă ыйтусем те сиксе тухрĕç. Вĕсем çине хуравĕ те пулчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 октября 2009
00:00
Поделиться
;