Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çăмăллатнă кредитпа усă кураççĕ

«Аграпромышленноç комплексне аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн район çыннисем кăçалхи 9 уйăхра çăмăллатнă 138 кредитпа 17 миллион та 773 пин тенкĕ илнĕ. Раççей Перекет банкĕ урлă 8930 пин тенкĕлĕх 72 кредитпа, Раççеă Ял хуçалăх банкĕн уйрăмĕ урлă 8808 пин тенкĕлĕх 65 кредитпа, тепĕр кредитне 35 пин тенкĕлĕх тивĕçтернĕ.

Элĕк ял тăрăхĕнче 6539 пин тенкĕлĕх 44 кредит, Тавăт ял тăрăхĕнче 1895 пин тенкĕлĕх 15 кредит, Тени ял тăрăхĕнче 1870 пин тенкĕлĕх 14 кредит, Ехремкасси ял тăрăхĕнче 1075 пин тенкĕлĕх 13 кредит илнĕ.

Наци проектне пурнăçлама тытăннăранпа 1702 кредитпа 223 миллион та 477 пин тенкĕлĕх усă курнă. Ку вăл пĕтĕм харпăр хăй хушма хуçалăхĕсен 19,1 проценчĕ пулать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 октября 2009
00:00
Поделиться
;