Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăрăшуллă çемье

Кашни ял тăрăхĕнчех мĕнле те пулин палăрнă пултаруллă çынсем пур. Нумаях пулмасть Чăваш Телекуравĕн пĕр ушкăнĕ Элĕк районĕнче пулчĕ. Вĕсем Чăваш Сурăм ял тăрăхне çитсе курма кăмăл турĕç. Анат Хурасанти Васильевсен çемйипе паллашрĕç.

Кил хуçи арçынĕ «Новый путь» хуçалăхра водительте тăрăшать, унă мăшăрĕ вара ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ. Зойăпа Валерий хăйсен икĕ ывăлĕпе усрава илнĕ хĕр пĕрчине тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтерессишĕн тăрăшаççĕ. Сашăпа Юлия шкула çÿреççĕ пулсан, пĕчĕк Дима – ача садĕнче кăна-ха. «2012 çулчченхи ял аталанăвĕ» программăпа çак çемье патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Валерий Васильев хăйсен икĕ хутлă çуртне çĕклесе хăпартнă ĕçри йывăрлăхсемпе куракансене паллаштарчĕ, малашнехи çутă ĕмĕчĕсене уçса пачĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 октября 2009
00:00
Поделиться
;