Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçсерлĕх çине пысăк тимлĕх

Кăçалхи январь-август уйăхĕсенче вăтам ĕç укçи 8688,6 тенкĕпе танлашнă. Унăн хисепĕ ÿснĕ – 116,6 процент.

Çак тапхăрта пĕчĕк предпринимательство субъектне кĕмен организацисенче ĕçлекенсен хисепĕ, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 2,3 процент чакнă. Кусем пурĕ – 2,35 пин çын. Кăçалхи сентябрь вĕçĕнче ĕçсĕррисен патшалăх службинче 87 çын учетра тăнă.

Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен ĕçсĕрлĕх шайĕ – 0,8 процент, кăтарту республикăринчен пĕчĕкрех.

Республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн кăçал 311 çынна ĕçе вырнаçтарма палăртнă. Паянхи куна илсен, 321 çын ыйтăвне тивĕçтернĕ, çав шутран 31-шне стажировкăна янă. 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 октября 2009
00:00
Поделиться
;