Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сцена çинче – халăх театрĕсем

Республикăра халăх театрĕсен смотр-фестивалĕ пырать.  Унта хутшăнса, иртнĕ ытлари кун районти культурăпа кану центрĕнче куракансем умне пĕр харăсах  икĕ пултарулăх ушкăнĕ тухрĕ. Акă Татмăшри халăх театрĕ Николай Терентьевăн «Ют çын» драмипе  килнĕ. Элĕкри халăх театрĕ вара Александр Пăрттан «Вăрмана юлнă çамрăклăх» драмине кăтартрĕ. Пултарулăх ушкăнĕсен ăсталăхне куракансем те жюри членĕсем те лайăх хак пачĕç. Жюрире вара театр искусствин ятлă-сумлă ĕçченĕсем пулчĕç. Кусем вĕсем: чăваш халăх артисткисем Нинель Смородиновăпа Анна Кутузăва, республикăри çамрăксен театрĕн актерĕ тата режиссерĕ Владимир Григорьев тата ыттисем. Вĕсем элĕксен ĕçĕсене япăх мар хак пачĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 октября 2009
00:00
Поделиться
;