Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăлăх ачасемшĕн тăрăшса

Районти опекăпа попечительство органĕ хăйĕн тип тивĕçне – тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр тăрса юлнипе йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пăхасси, вĕрентесси, пурнăç çулĕ çине кăларасси çинчен самантлăха та манмасть.

Çулталăк пуçланнăранпа попечительсем кунашкал 6 ачана тупса палăртнă, вĕсене пурне те лайăх çемьесене  вырнаçтарнă. Çавăн пекех 67 шăпăрланăн пурнăçпа йăла условийĕсене тĕрĕслесе тухнă. Опекăпа попечительство пайĕн ĕçченĕсем ачасен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес ыйтупа судсен 39 ларăвне хутшăннă. Ку органа 153 çын тĕрлĕ ыйтупа пынă. Тăлăх-туратсене çемьсене парас ыйтупа ачасен çурчĕсемпе те тăтăшах çыхăну тытаççĕ. Кун пек çуртсенчи 7 ача кил ăшшине тупнă та ĕнтĕ. 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 октября 2009
00:00
Поделиться
;