Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Районта «Йывăç кунĕ» иртнĕ

Хальхи пурнăçра экологи лару-тăрăвĕ ытла та кăткăс. Таврлăха аякран пăхса тăнипех ниепле те лайăхлатма çук. Хальхи вăхăтра çамрăксем хушшинче экологи воспитанийĕ парассине  вăйлатсах пымалла. Çак тĕллевпе тата ялсене тирпей-илем, симĕс сăн кĕртессипе районта кашни çулах уйăхлăхсемпе акцисем йĕркелеççĕ. Анчахрах, акă, республикăри «Йывăç кунĕ» акцин районти тапхăрĕ вĕçленнĕ. Унта Тени, Тавăт, Элĕк, Юнтапа, Питĕшкасси, Вутлан, Мăн Вылă шкулĕсем хутшăннă. Конкурса пĕтĕмпе 25 ĕç тăратнă.

«Кĕрхи йывăç» номинацире Тени шкулĕ çĕнтернĕ. «Пурăн, йывăç, пурăн» тупăшура Юнтапа шкулĕнчи 3-мĕш класра вĕренекен А. Ильинапа Мăн Вылă шкулĕнчи А. Карпов мала тухнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 ноября 2009
00:00
Поделиться
;