Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕр уйăхра 17 ача çуралнă

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ юпа уйăхĕнче 17 ача çуралнине шута илчĕ. Ку шутран – 8-шĕ – арçын ачасем, 9-шĕ – чиперуксем. Çут тĕнчене килнисенчен 8-шĕ пирвайхисем, иккĕмĕшĕсем – тăватă çемьере, çавăн чухлĕ шăпăрлан – виççĕмĕшпе тăваттăмĕш, тепĕр ача - çемьере пиллĕкмĕш. Иртнĕ уйăхра 9 мăшăр пĕрлешрĕ, пурне те савăнăçлă лару-тăрура çырăнтартăмăр.

Çын вилни пирки 29 акт çырмалла пулчĕ. Леш тĕнчене ăсаннисенчен 16-шĕ арçынсем, 13-шĕ – хĕрарăмсем.  Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ – 67, хĕр арăмсен 83 çул. Виçĕ ачапа ашшĕ пулма ирĕк патăмăр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 ноября 2009
00:00
Поделиться
;