Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кредит – пысăк пулăшу

«АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртессипе япăх мар ĕçлеççĕ элĕксем. Кăрлач-юпа уйăхĕсенче çак проектпа килĕшÿллĕн районта пурăнакан 161 çын çăмăллăхлă кредит илнĕ. Çак 20 миллион та 435 пин тенкĕпе танлашнă. Вырăнти Перекет  банкĕ урлă 89 çынна 10755 пин тенкĕпе тивĕçтернĕ. «Россельхозбанкра» 71 çын кредит илнĕ. «Согласие» кредит кооперативĕ 35 пинлĕх пĕр кредит панă.

Патшалăх уйăракан çăмăллăхпа Элĕк ял тăрăхĕнче (52 кредит), Тавăтра (17 кредит), Тенире (16 кредит), Крымсарайккăра (14 кредит) илнĕ.

Наци проктне пурнăçа кĕртме пуçланăранпа Элĕк районĕнче пурăнакансем пĕтĕмпе 1751 кредит илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 ноября 2009
00:00
Поделиться
;