Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уяв каçĕ хаваслăх парнелерĕ

Пĕтĕм тĕнчери Арçынсен кунне халалласа Элĕкри культурăпа кану центрĕнче конкурс иртрĕ. Унта Шĕмшеш ял тăрăхĕнчен Андрей Чернов, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчен Сергей Данилов, Элĕк ял тăрăхĕнчен Александр Афаринов тата Александр Терентьев хутшăнчĕç. Вĕсен тĕрлĕ конкурсра хăйсен пултарулăхне кăтартма тиврĕ. Курма пынисем вара çамрăксене алă супса хавхалантарчĕç. Конкурсра хутшăнакансем хаваслăх нумай вăхăт парнелерĕç. Кашниех тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Мероприятин тĕп спонсăрĕ – Элĕкри «Çемье кредичĕ» пулăшу кооперативĕ. Кунта ĕçлекен Марина Андреева конкурс çĕнтерÿçисене парнесемпе чысларĕ, телей тата ăнăçу сунчĕ.

Юрă-ташă та пулчĕ уяв каçĕнче.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 ноября 2009
00:00
Поделиться
;