Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçпе тивĕтерекенсем - çĕнĕ çуртра

Пирĕн районта Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба ертÿçи Леонид Шимин пулнă.

Малтанах ăна район пуçлăхĕ Анатолий Платонов йышăннă. Тĕл пулура ĕçпе тивĕçтермелли хушма программăна пурнăçлас ыйтăва тата ку программăпа килĕшÿллĕн района уйăрса панă укçапа епле усă курнине сÿтсе явнă.

Кун хыççăн Леонид Шиминпа Анатолий Платонов ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçнĕ çуртне çитсе курнă, унта граждансене йышăнас условисемпе,  вĕсене патшалăх пулăшăвĕпе еплерех тивĕçтернипе паллашнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр халĕ Элĕк салинчи Советсен урамĕнчи 13-мĕш çуртра вырнаçнă. Ăна тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Унччен ку служба кивĕ, ĕçлеме юрăхсăр çуртра вырнаçнăччĕ. Халĕ, акă, республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр тăрăшнипе пирĕн районти çак служба питĕ лайăх вырăн тупрĕ. Ку вăл Элĕкри культурăпа кану центрĕн пĕр пайĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 ноября 2009
00:00
Поделиться
;