Çĕнĕ çуртсем çĕклеççĕ, киввисене юсаççĕ
Шупашкарти «3-мĕш стройтрест» АУОн Элĕкри «Агрострой» пĕрлĕхĕ ăнăçлă аталанать. Хальхи вăхăтра вăл çурт-йĕр тăвассипе тата юсассипе ĕçлет. Ăста строительсем йывăрлăхсене пăхмасăр çулсерен çĕнĕ çурт çĕклеççĕ.
Çулталăкра Элĕкре 30 хваттерлĕ виçĕ хутлă хăтлă çурт ÿссе ларчĕ. Ку – кивĕ, çĕрĕшнĕ çуртсенче пурăнакансене çĕннисене куçарассипе йышăннă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн тунă çурт. Çĕнĕ çулччен çынсем хваттер уççисене алла илĕç.
2006 çулта «Агрострой» строительсем Юнтапари 196 ача вĕренмелли вăтам шкул çуртне хута янă.
90-мĕш çулсенче йĕркеленнĕ «Агрострой» тунă çуртсен пахалăхĕ лайăх. Çакна Юрий Александрович Фадеев директор хăйсен ĕçне чун-чĕререн парăннă маттур çынсемпе çыхăнтарать. Кунта вăл 1997 çултанпа. Маларах снабженец, каярах механик пулнă. Палăртма кăмăллă: строитель профессине алла илмесĕрех ĕç вăрттăнлăхĕсене ăша хывнă вăл. Халĕ коллектива аслă пĕлÿллисенчен кая мар ертсе пырать. Юлашки çулсенче строительство енĕпе ĕçлекен хăш-пĕр организаци тулли хăватпа ĕçлемест пулсан Элĕкри «Агрострой» малаллах ăнтăлать. Кулленхи ĕçре строительсене «3-мĕш стройтрестăн» генеральнăй директорĕ Валерий Семенов хавхалантарса пулăшса пынине те палăртрĕ ертÿçĕ.
Хальхи вăхăтра кунта ĕçлекенсем Çĕмĕрле районĕнчи Турханти физкультурăпа спорт комплексне хута ярассишĕн тăрăшаççĕ, çав хушăрах район больницинче юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. «Пирĕн тĕп тĕллев – палăртнă объектсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа хута ярасси», - тет Юрий Александрович. Кашни ĕçĕн хăйĕн тĕшши тенĕ халăхра. Çакна ăша хывнă кунта ĕçлекенсем. Ахальтен мар ертÿçĕ кунти кирпĕч хуракансен ăсталăхĕ Мускаври е Питерти специалистсенчен кая маррине пĕлтерчĕ. Ăçта кăна ĕçлемен-ши вĕсем: Элĕк тăрăхĕнче кăна мар, кÿршĕ районсенче те çĕнĕ çуртсем çĕкленĕ, пур çĕрте те ырă ята тивĕçнĕ. Етĕрнери больница комплексне хута янă çĕрте те вĕсен тÿпи пур. Элĕкри ветерансен çуртне те кунти специалистсен ăста аллисем ĕçкленĕ. Çитес çул та çĕнĕ объектсенче ĕçлеме палăртаççĕ. Вĕсем коллектив пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пурăннăран ĕç ăнса пырать.