Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Гавриловсем 55 çул пĕрле

Хурăнсур ялĕнче Лидия Степановнăпа Яков Григорьевич Гавриловсем пурăнаççĕ. Шăп та шай 55 çул каярах Шупашкар районĕнче Ишлейкассинчен «тупса» килнĕ Яков Григорьевич хăйĕн мăшăрнĕ. Нимĕнле йывăрлăхран та хăраса тăман Гавриловсем, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван хуçалăхра тăрăшса ĕçленĕ. Çавăншăн наградăсене тивĕçнĕ. Иккĕшне те «Ĕç ветеранĕ» медальпе чысланă.

Яков Григорьевичпа Лидия Степановна 5 ача пăхса ÿстернĕ. Аслашшĕпе асламăшĕ халĕ хăйсен мăнукĕсемпе шутсăр хĕпĕртеççĕ. Ара, пурте тăван киле килеççĕ те кил-тĕрĕшре пулăшса хăвараççĕ вĕт-ха. Гавриловсене ялта пурте хисеплеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 ноября 2009
00:00
Поделиться
;