Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Районта 200-мĕш ача çуралнă

Райадминистрацин ЗАГС пайĕ кăçал çут тĕнчене килнĕ 200-мĕш ачана регистрациленĕ. Вăл - Çĕнкас Юнтапари Галина Альбертовнăпа Виталий Иванович Григорьевсен тăваттăмĕш ачи. Чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă пепкене ашшĕпе амăшĕ Никита ят хунă.

Телейлĕ ашшĕне ывăлĕ çуралнине ĕнентерекен свидетельство, салам хучĕ тата амăшĕн (çемье) капиталне илмелли сертификат панă. ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем ашшĕпе амăшне çирĕп сывлăх, телей те ăнăçусем суннă. Юбилей шăпăрланĕ Григорьевсене савăнăç хыççăн савăнăç кÿрсе тăрĕ, çемьере тату пурнăçпа юрату татах та çирĕпленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 ноября 2009
00:00
Поделиться
;