Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ техника туяннă

Районти ял хуçалăх предприятисем автопарксене çĕнĕ техникăпа пуянлатсах пыраççĕ. Кăçалхи вунă уйăхра пурĕ 25 йышши ял хуçалăх техники (25,2 миллион тенкĕлĕх)  туяннă. Çав шутран 18-шне (11,1 миллион тенкĕлĕх) хăйсен шучĕпе, 7-шне (14,1 миллионлăх) – инвестици кредичĕсемпе.

«Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕ комбайн туяннă. В. Журавлев фермер паркĕ автопарка 2,3 милллион тенкĕлĕх çĕнетнĕ.  Ульянов ячĕллĕ хуçалăх 600 пин тенкĕ тăракан «Беларусь-82.1» трактор илсе килнĕ. С. Волков фермер инвестици кредичĕпе 8,1 миллион тенкĕлĕх техника илнĕ, çав шутран 6 миллион тенкĕлĕх çĕр улми пухса кĕртмелли комбайн. Г. Исаев фермер 4300 пин тенкĕ тÿлесе çĕр улми пухса кĕртмелли «Грииме» комбайнлă пухса тăнă.

Кăçал çавăн пекех «Авангард», «Алмаз» хуçалăхсемпе Узянов фермер та çĕнĕ техника туяннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 ноября 2009
00:00
Поделиться
;