Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Кăйкăрсем» - малтисем

Элĕкри культурăпа кану центрĕнче «Кăйкăр» çарпа патриот клубĕ ĕçлет. Унăн тĕллевĕ - çамрăк граждансенче ăс-хакăл, вăй-хал, патриот пахалăхĕсене аталантарасси, вĕсенче яланах малти ретре пулмалли туйăмсене çирĕплетесси. Клуба çурекенсем тăван ен историне тĕпчеççĕ, хамăр ентешсен ĕçри тата çапăçусенчи тĕслĕхсемпе вĕсем пек пулма вĕренеççĕ. «Кăйкăр» клуба Элĕкри культурăпа кану центрĕн ачасемпе ĕçлекен методисчĕ А.Судман тата Элĕкри вăтам шкулта вĕрентекен Г. Трофимов ертсе пыраççĕ.

Анчахрах вара Çĕрпÿ хулинче патриот клубĕсен «Çĕнтерÿ çуркунни» республикăри смотрĕн виççĕмĕш, пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ иртрĕ. Элĕкри «Кăйкăрсем» унта пĕртте маххă паман, призлă вырăна çĕнсе илнĕ. «Кăйкăрсене» виççĕмĕш степенлĕ дипломпа тата парнепе чысланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 ноября 2009
00:00
Поделиться
;