Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Çĕнтерÿ ахрăмĕнче» дипломсене тивĕçнĕ

Шупашкарти «Салют» культура керменĕнче республикăри театрсемпе драма коллективĕсен «Çĕнтерÿ ахрăмĕ» пĕтĕмлетÿ концерчĕ иртнĕ. Элĕк районĕнчен  унта Элĕкри тата Татмăшри халăх театрĕсем хутшăннă.

Пирĕннисем маххă паман. А. Пăрттан «Вăрмана юлнă çамрăклăх» спектакльне кăтартса (режиссерĕ Инна Афанасьева) Элĕкри халăх театрĕ виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Анатолий Владимиров вара Алексей рольне тĕлĕнмелле ăста вылянă. «Чи лайăх арçын ролĕ» номинацире ăна иккĕмĕш степеньлĕ диплом чысланă. Куракансене ухмах Санюк рольне пултаруллă выляса кăтартса, Светлана Соколова виççĕмĕш степеньлĕ диплома çĕнсе илнĕ. Фестивале тăрăшса хутшăннăшăн  Татмăшри халăх театрĕн ĕçне дипломпа хакланă.     



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 декабря 2009
00:00
Поделиться
;