Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ашшĕ амăшне кĕтеççĕ

Çулран-çул пурнăç ăнман ачасен шучĕ ÿссе пырать.Çак ыйту яланах чи çивĕччисенчен пĕри шутланать. Тăлăха тăрса юлнă шăпăрлансен ачалăхĕ ача çуртĕнче иртет. Вĕсен пĕтĕм пурнăçĕ хăйсене юратакан, лайăх пăхса ÿстерекен ашшĕпе амăшĕсене тупас ĕмĕтпе тулнă.

2009 çулхи май уйăхĕн 22-мĕшĕнче Элĕк район сучĕ тăватă ачаллă çамрăк çемье тĕлĕшĕпе йышăну кăларнăччĕ. Ачасен ашшĕне тÿрĕ çул çине тухма, ачасем çине тимлĕх уйăрма майсем туса панăччĕ. Анчах та ачасем  те, опекăпа попечительство органĕ кĕтни пурнăçа кĕмерĕ. Район сучĕ 2009 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче çула çитмен 4 ача ашшĕне ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварма йышăннă.

Паянхи куна ачасене районти тĕп больницăна вырнаçтарнă. Вĕсем халĕ те çĕнĕ туслă çемьере, çĕнĕ атте-аннепе пурăнма пуçласса шанаççĕ.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 декабря 2009
00:00
Поделиться
;