Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ çăлсем тунă

Кăçал çу кунĕсенче çанталăк шăрăх тăни ял çыннисен пурнăçне çăмăллатмарĕ. Чылай ялсенче пĕвесем, çăлсем типсе ларчĕç.

Крымсарайкка ял тăрăхĕнчи пĕвесенче шыв нумай чакрĕ. Хурăнсурпа Крымсарайкка ялĕсенчи шыв ыйтăвне татса парасси çине пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Ятарлă çаврашкасем туянтăмăр, асăннă ялсенче çĕнĕ çăлсем турăмăр. Ку ĕçе ял тăрăхĕн укçи-тенкипе пурнăçларăмăр. Ярхуньушкăньпе Сурăмпуç Мучикассы ялĕсенче колонкăсем ĕçлеççĕ, çынсене шывпа туллин тивĕçтереççĕ. Крымсарайкка ял тăрăхне кĕрекен ытти ялсенчи çăлсене юсаса çĕнетессине çитес çулхи плана кĕртнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 декабря 2009
00:00
Поделиться
;