Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Демьяновсен килĕнче – ылтăн туй

50 çул пĕрле, пĕрне-пĕри юратса та килĕштерсе пурăнаççĕ Елена Васильевнăпа Николай Демьяновичпа Демьяновсем. Кил хуçи Чартак ялĕнче çуралса ÿснĕ, мăшăрĕ вара - Тавăтран.

Ырă кăмăлпа, ĕçе юратнипе, тÿрĕлĕхпе, йĕркеллĕ те сăпайлă пулнипе палăрса тăраççĕ Демьяновсем. Николай Демьянович ял хуçалăх ĕçне юратакан çемьере ÿснĕ, тивĕçлĕ канăва тухичченех «Яргунькинский» хуçалăхра водительте ĕçлене. Елена Васильева вара Элĕк салинче Крымсарайкка шкулĕнче поварта тимленĕ.

Телейлĕ мăшăрсем 7 ача пăхса ÿстернĕ. Пурте – хĕрсем. Тивĕçлĕ пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çине тухнă. Шел, кĕçĕнни иртерех çĕре кĕнĕ. Ыттисем пурте çемьеллĕ.

Юбилей кунĕнче Николай Демьяновичпа Елена Васильевнăна ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем ăшшăн саламланă. Ылтăн туйра «Йуçĕ, йуçĕ!» - тесе тостсем янăранă, «çамрăксен» ташшине ташланă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 декабря 2009
00:00
Поделиться
;