Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял çыннисем кредитпа усă кураççĕ

«Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ» патшалăх программине туллин пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе 2009 çулхи вун пĕр уйăхра район çыннисем 21 миллион та 958 пин тенкĕлĕх 175 çăмăллатнă кредит илнĕ. Раççей Перекет банкĕн уйрăмĕ урлă 11970 пин тенкĕлĕх 100 кредит уйăрса панă. Ял хуçалăх банкĕн уйрăмĕ 9943 пин тенкĕлĕх 74 кредит йĕркеленĕ. «Килĕшÿ» урлă вара 45 пин тенкĕлĕх икĕ кредит илнĕ.

Элĕк ял тăрăхĕнче пуринчен те ытларах кредитсем илни паллă (54 кредит). Тавăт ял тăрăхĕнче – 20, Тени ял тăрăхĕнче 16 кредит, Крымсарайкка ял тăрăхĕнче 15 çын кредит илме кăмăл тунă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 декабря 2009
00:00
Поделиться
;