Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Калаçу ирттерчĕç

Юн кун Элĕк районне Информаци кунĕнче ĕçлĕ ушкăн килсе çитрĕ. Район пуçлăхĕ Анатолий Платонов Чăваш Республикинчи Федерацин миграци службин управленийĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Вячеслав Галкин тата ыттисем чи малтанах районти паспорт сĕтелĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç, миграци службин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

Унтан Питĕшкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта учительсемпе тата ял тăрăхĕн ĕçченĕсемпе пĕрле калаçу ирттерчĕç. Николай Федоров Президент Чăваш Республикин Патшалăх канашне янă Çырупа тĕплĕн паллаштарчĕç. Вĕрентÿ управленийĕн начальникĕ Эдуард Николаев килес çул Раççейре тата Чăваш Енре Вĕрентекенсен çул талăкĕ пулнă май хăйсен профессионализăмне хăпартас тĕллевпе тата та тăрăшса ĕçлемеллине палăртрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 декабря 2009
00:00
Поделиться
;